Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Çтаппан улăп


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Ку вăл тахçанах пулнă тет. Пĕр пысăках мар ялта Çтаппан улăп пурăннă тет, вăл питĕ пысăк, паттăр та харсăр, пултаруллă çын пулнă, нимĕнле тискер кайăкран та хăраман, пĕтĕм çынсене пăхăнтарса тăнă. Çынсем унпа хирĕçме те хăранă: вăл çынсене пĕр аллипех йăтма пултарнă.
    Пĕрре вăл тепĕр яла кайма тухсан унăн çăпатине тăпра кĕрсе тулнă. Вара вăл уй варрине ларса тăприне шакканă: çав вырăнта ту пулса тăнă. Ăна асамлă ту тесе шутлаççĕ: çынна мĕнле йывăрлăх килсе тухать, вăл çав тăва кайса кĕлтăвать, пулăшу, çăлăнăç ыйтать.
    
    1972 çулта Чăваш Енри Патăръел районĕнчи Çĕнĕ Ахпӳртре 68-ти Х.Ф. Смирновăран Н.А. Тукмакова çырса илнĕ. — Одюков пуххи.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки